Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Надежда Гладкова ҫитес эрнерен, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен, Сӗнтӗрвӗрри хула администрацине ертсе пыма тытӑнӗ. Пуҫлӑха кама лартассине хулари депутатсем ӗнерхи ларура пӑхса тухнӑ. Надежда Гладкова кандидатурине вӗсем пӗр шухӑшлӑн ырланӑ.
Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Надежда Гладкова биографине тишкерсен вӑл пур енлӗ пултарни сисӗнет: секретарь-машинистка та, кадрсен пайӗн инспекторӗ те, шкулти пионервожатӑй та, ҫӗр йӗркелӳҫӗ те, Шупашкар район администрацийӗнчи экономика пайӗн специалисчӗ те, инженер та, ял хуҫалӑх предприятийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ те. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнче 2016 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ, кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ.
Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗ ҫывӑхӗнче темиҫе ҫул каялла пулнӑ авари халӗ те ҫынсен асӗнчен тухмасть. Ун чухне арӑмӗпе упӑшки вилнӗ, вӗсен хӗрӗ 10 уйӑх комӑра выртнӑ хыҫҫӑн сывлама пӑрахнӑ. Ывӑлӗ ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Вӑл та пулин сусӑра тухнӑ.
Нумаях пулмасть ҫак аварире айӑплӑ ҫынна УДОпа колонирен кӑларнӑ. Ҫакӑ аварире шар курнӑ ҫынсен тӑванӗсене питех те тӗлӗнтернӗ. Вӗсем ку ӗҫе Аслӑ суда пӑхса тухма ыйтнӑ.
Ҫак кунсенче суд тавӑҫа пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: руль умне ӳсӗрле ларса авари тунӑ Сергей Белова ун чухне 8 ҫуллӑха колоние ӑсатнӑ. Анчах вӑл ирӗке 5 ҫул маларах тухнӑ. Адвокачӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл тӳрӗ ҫул ҫине тӑнӑ, ирӗке тухсанах ӗҫе вырнаҫнӑ.
Шар курнӑ ҫынсем Белов малтанах икӗ ҫын вилнӗшӗн ҫеҫ явап тытма шухӑшланине шута илме ыйтнӑ. Пӗчӗк хӗрача комӑра выртнӑ хыҫҫӑн, приговор янӑрасан, ҫеҫ пурнӑҫран уйрӑлнӑ имӗш. Айӑпланнӑ ҫын Улатӑр районӗн сучӗ УДО пирки ыйтӑва пӑхса тухас умӗн ҫеҫ кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен тӑкак кӳнине саплаштарма тытӑннӑ.
ЧР Аслӑ сучӗ Белова каялла колоние тавӑрмалла тесе йышӑннӑ. Арҫын суд ларӑвне килмен, колоние унӑн хӑйӗнех ҫитмелле.
«Чӑваш бройлерӗнче», пӗлтӗрхипе танлаштарсан, лару-тӑру япӑхланнӑ. Ҫавна май ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов канашлу ирттернӗ, чӑх-чӗп хапрӑкӗнчи ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче предприяти 55,1 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 266,7 пин тенкӗ сахалрах. Хапрӑк тӑкакӗ 30 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне электричество парӑмӗ 7,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Шупашкар районӗн ҫыннисенчен ҫӑхав та килме пуҫланӑ: предприятирен ял хуҫалӑх техникине саккунсӑр майпа илсе тухаҫҫӗ-мӗн.
Иртнӗ эрнере Игорь Мясникова директор должноҫӗнчен кӑларнӑ. Халӗ ку тивӗҫе тӗп бухгалтер Валентина Михайлова пурнӑҫлать.
Чӑваш Енре республика хыснине улшӑнусем кӗртнӗ, вӗренӳ тата сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗсене 725 миллион тенкӗ хушса панӑ. Ҫакна ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне 434 миллион тенкӗ кайӗ. Унран 154 миллионӑшӗ ядерлӑ медицина центрне хута кайнӑ ҫӗре тӑкакланӗ, 107 миллионӑшӗ – эмел туянма, 98 миллионӑшӗ – техника базине ҫирӗплетме. 52 миллион тенкипе ултӑ медучреждение юсӗҫ. Ытти укҫапа медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянӗҫ. Кунсӑр пуҫне Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ФАП ҫӗклӗҫ.
Вӗренӳ тытӑмне 284 миллион тенкӗ кайӗ. 72 миллион тенки – тӳлевсӗр вӗренӳ валли, 107 миллион тенки – пособисемпе кӗнеке туянма. 16,3 миллион тенкине Шупашкарти «Садовый» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче шкул ҫӗкленӗ ҫӗре инвестици хывӗҫ. 37 миллион тенкипе вӗрентекенсен шалӑвне хӑпартӗҫ.
Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пушар тухнӑ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт аҫа ҫапнине пула ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫисем темӗн шартлатнипе вӑранса кайнӑ. 62 ҫулти арҫын картише тухнӑ та ҫурт тӑрри ҫуннине асӑрханӑ. Пушарпа кӗрешекенсем киличчен вӗсем ҫулӑма шлангран сирпӗтсе сӳнтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем пушара 10 минутран тӗп тунӑ. Телее, ҫурта сыхласа хӑварма май килнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче пурӑнакан 71 ҫулти кинемейӗн сарайне те аҫа ҫапнӑ. Вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехетре ҫунма тытӑннӑ. Юрать, пушарпа кӗрешекенсем икӗ метрта ларакан ҫурта сыхласа хӑварайнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Канаш районӗсенче те пушар тухнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре нумаях пулмасть ҫӗнӗ чарӑну вырнаҫтарнине унта пурӑнакансем асӑрхарӗҫ-тӗр. Чарӑнӑвӗ пулнӑ-ха. Анчах павильон унта ҫукчӗ. Маларах ҫав вырӑна: «Почта», — тетчӗҫ. Кӳкеҫре физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ хута янӑ хыҫҫӑн: «ФОК», — текенсем йышланчӗҫ. Перекет банкӗ тенипе те вӑл тӑрӑха пӗлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть унта тимӗртен хитре, сарӑ павильон лартса хунӑ. Ҫумӑр е ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче аван ӗнтӗ. Чарӑну ятне: «Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ) — тесе ҫырса хунӑ. Чӑвашла ҫырма темшӗн ӳркеннӗ, пӗр чӗлхепе кукӑртса хунипех ҫырлахнӑ. Анчах Кӳкеҫри ҫӗр айӗн тухса ҫӳремелли вырӑнта та чарӑну ҫавӑн пек ятлине шута илсен пӗр пек янӑракан икӗ чарӑну район центрӗнче пурӑнакансене тӗлӗнтернӗ, ҫакна вӗсем халӑх тетелӗсенчен пӗринче сӳтсе яваҫҫӗ.
Кӑҫал «Эткер» этнокультура уйлӑхӗ Шупашкар районӗнче, «Золотой колос» (чӑв. Ылтӑн пучах) ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли лагерьте ӗҫлет. «Тантӑш» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен, Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӗмпӗр, Чулхула, Ӗрӗнпур, Сарӑту, Тӗмен облаҫӗсенчен, Мускавран килнӗ 39 ача икӗ эрне канать. Вӗсем тӗрлӗ ӳсӗмрисем: арҫын ачасемпе хӗрачасем 4—10-мӗш классенче вӗренеҫҫӗ.
Уйлӑха Шупашкарти 33-мӗш шкулӑн учителӗ Ирина Диарова ертсе пырать, воспитателӗсем — Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный шкулӗн учителӗ Татьяна Петрова тата Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗн учителӗ Александр Степанов тесе хыпарланӑ хаҫатҫӑсем тӗнче тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗнче.
«Ырӑ ир», «тавтапуҫ», «апачӗ тутлӑ пултӑр», «ырӑ каҫ» сӑмахсене те ачасем тӑван чӗлхепе калаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Ӑстакасси ҫывӑхӗнчи вӑрманта срокран тухнӑ эмелсен купине тухни пирки чылай калаҫрӗҫ. Телее, ҫав купана тӗп тунӑ ӗнтӗ.
Анчах халӗ халӑха урӑххи пӑшӑрхантарать: эмел купи хыҫҫӑн юлнӑ ҫӳп-ҫапа мӗншӗн пуҫтарман? Ара, юнашарах юханшыв пур, ялти ачасем унта килсе выляма та пултараҫҫӗ.
Ҫав ҫӳп-ҫап темиҫе уйӑх ӗнтӗ выртать. Инҫех мар ӗнесене ҫитереҫҫӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ҫӳп-ҫапа тӗп тума палӑртнӑ иккен. Анчах ӗҫе тума кансӗрлекен сӑлтав пур. Ҫумӑр пӗрмай ҫунӑран вӑрман патне машинӑпа пыма ҫук-мӗн.
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнчи «Чемен карти» этнокомплексра черетлӗ пысӑк мероприяти ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Унта утӑ уйӑхӗн 12–16-мӗшӗсенче регионсен хушшинчи «Сгущonка» ҫамрӑксен вӗренӳ канашлӑвӗ иртӗ.
Канашлу темиҫе енпе ӗҫлӗ: музыка, визуаллӑ ӳнер, киноискусство, урбанистика, литература, театр, хореографи. Унта Мускаври, Питӗрти, Сызраньти тата ытти хулари поэтсене, ҫыравҫӑсене, актерсене, ӳнерҫӗсене, фотографсене чӗнме палӑртнӑ.
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ, этнокомплекс ертӳҫи Сергей Сорокин каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр «Сгущonка» Мари Элти Звенигово районӗнче иртнӗ. Халӗ ӑна Чӑваш Енре йӗркелесшӗн. Канашлӑва студентсем, ҫамрӑксен юхӑмӗсен, общество организацийӗсен хастарӗсем хутшӑнӗҫ. 16–30 ҫулсенчи яш-хӗр Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан килӗ.
Чӑваш Енри орнитолог кӑҫалхи ҫулла та хӑйӗн юратнӑ ӗҫне халалланӑ. Александр Яковлев орнитолог ҫак кунсенче Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрти ҫурутрав ҫинче ӗҫлет. Тундрӑра ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗксене вӑл халӑх сечӗсенчен пӗринче паян вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр те вӑл Ямал ҫурутравӗ тата Амур тӑрӑхӗнчи Зея юханшывӗ хӗрринче кайӑксене тӗпченӗччӗ. Темиҫе ҫул каялла Александр Яковлев орнитолог Сахалинта ӗҫленӗччӗ.
Кайӑксене тӗпчессине ӗҫе тата чун киленӗҫне ҫавӑрнӑ Александр Яковлев Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн химипе биологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти вӑтам шкулта вӗрентекенте тӑрӑшнӑ. Педагогика институтӗнче те ӗҫленӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Наци вӑрманӗнче» директорӑн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Логинов Георгий Павлович, чӑваш биохимикӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 3 000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |